Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Авалхи Акатуй

Чӑвашсем иртнӗ вӑхӑтра тытса пынӑ илемлӗ йӑласем, уявсем халӑхра чӗрӗлсе, вӑйланса каялла таврӑнаҫҫӗ. Вӗсен шутӗнче Акатуй, Ҫимӗк, Ҫинҫе /Питрав/, Ҫӑварни, Сурхури тата ытти те. Эпир хальхинче Акатуй пирки чарӑнса тӑрӑпӑр. Акатуя пӗр вӑхӑтра Ӗҫле юрӑ уявӗ тесе калатчӗҫ. Вӑрҫӑ умӗнхи ҫулсенче Куславкка енче, Аманик-Варасӑр ҫывӑхӗнчи Энӗш хӗрринче, ирттерекен Акатуя Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗсем самолетпа вӗҫсе пыратчӗҫ. 1932 ҫулта тунӑ сӑн ӳкерчӗкре Акатуй улӑхне икӗ самолет, пырса ларнине куратпӑр.
Ака хыҫҫӑнхи ҫурхи уявсене пур енче те хӑйне май ирттернӗ, тӗрлӗ ятпа асӑннӑ. Халӑхра ытларах Акатуй, Акатуй уявӗ тени ҫирӗпленнӗ.
Акатуй сӑмах — ака туса пӗтернине, ҫурхи ӗҫсенчен ӗҫкӗ-ҫикӗ йӑлине туса уйрӑлнине, ӑмӑртса-кӗрешсе, выляса-ҫӗнтерсе чӑвашлӑх тытӑмне, ҫӗр ырлӑхне вӑйлатнине пӗлтерет. Ваттисем каланӑ тӑрӑх, ҫурхи акара ака пуҫ тырӑ акнӑ анана пӗтӗҫтерет иккен.
Ага, ака, ак, акан — тӗрӗксен авалхи сӑмахӗсем. Вӗсем уй-хире, ака-уя, сапӑнакан юхӑма, юхан шыва пӗлтереҫҫӗ /Э.Мурзаев/. Ҫӗре сухаламалли хатӗре чӑвашсем ака пуҫ, суха пуҫ, тутарсем сабан тесе калаҫҫӗ. Сабан сӑмах — йывӑҫ турачӗ, плуг, ака пуҫ, ана тӗренне, ар тытӑмне, суха пуҫ ӑнланусене пӗлтерет.

Авал Акатуя ӑҫта, хӑҫан, мӗнле ирттернӗ?

Ӑҫта?
Шыв хӗрринчи улӑхра, ҫаран ҫинче.
Вӑрман хушшинчи уҫланкӑра.
Улӑх варринче.
Суха туман, выльӑх ҫӳрекен хирте.

Хӑҫан?
Тыр-пул акса пӗтерсен — халӑхпа. Тырӑ акнӑ вӑхӑтра — ҫемьепе.
Халӑхпа пуҫтарӑнса ирттерекен Акатуйне — уйӑх тулнӑ эрнесенче кӗҫнерни-вырсарни кунӗсенче.

Мӗнле?
Ун пирки кӗскен хуравлама май ҫук. Ял-ял пур ҫӗрте те хӑйне майлӑ уявланӑ. Хӑшӗсем ҫурхи уяв, ҫурхи вӑйӑ, тапӑ, пуху, хӗр аки тесе каланӑ. Тӗллевӗ пӗрре: ваттисене /вилнисене/, ҫӗр ырлӑхне асӑнса, ҫут тӗнчерен ырӑ-лӑпкӑ ҫанталӑк ыйтса "учукне" - уй чӳкне — чӳкленӗ хыҫҫӑн тепӗр кунне /кунӗсене/ ял халӑхӗ /тарӑхни ялсенчи ҫынсем/, ҫамрӑксем Акатуй улӑхне, ҫаранне пуҫтарӑннӑ.

Акатуя йӗркелесе тытса пыраканӗсем камсем пулнӑ?
Йӗркине — ял старостисем, кашевуйсем.
Йӑлине — ял ваттисем, ӑрӑмҫӑ-мӑчавӑрсем, чӳкҫӗ-кӗлмӗҫсем.
Вӑййине — иртнӗ уявра пулнӑ ҫамрӑксем, паттӑрсем, утамансем.
Акатуй, вӑйӑ йӗркисем авалтанах пӗр пек пулнӑ, вӗсене халӑх ҫултан-ҫул пӗлсе, вӗренсе тӑнӑ.
Акатуй лапамӗнче — Акатуй юпи, кашти ларнӑ. Унӑн хӗреслӗ турачӗ, кашти сине тӑватӑ пит шӑлли ҫакнӑ. Пит шӑллисене пӗлтӗр качча кайса туй тунӑ арӑмсем панӑ. Ҫитӗннине палӑртас текен ҫамрӑк паттӑрсем юпа ҫине улӑхса пит шӑллине илсе анмалли вӑйӑра кӗрешнӑ. Пит шӑллине илсе ансан ӑна кӑкӑр урлӑ ҫакнӑ. Акатуйра лашасемпе ӑмӑртмалла чупнӑ. Е тата хӗр-упраҫ панӑ пит шӑллине, юлан утҫӑ вӗҫтерсе ҫӗклесе пыраканскере, хуса ҫитсе, алла илсе мала тухмалла пулнӑ. Ҫӗнтерекен лаши /урхамахӗ/ ҫине, юлан утҫӑ ҫине пит шӑлли ҫакнӑ.
Кӗрешу паттӑрӗсен таврашӗнче, пӗр-пӗринпе кӗрӗшмелле, тулли /пӑрҫа/ миххисене ҫӗклесе чупмалла, чӑпӑрккана туртса илсе шартлаттармалла, йывӑр япалана /чула, икӗ пӑтлӑ кире пуканне/ ҫӗклемелле, выртакан пӗренене, каска пуканне тӑратса лартмалла ӑмӑртнӑ. Вырӑн-вырӑнпа урӑхла вӑйӑсем те пулнӑ.
Ҫамрӑксем хӗрачасене чуччу-карусельпе шавлӑн ухлаттарса ярӑнтарнӑ.
Ҫамрӑксем катаччи тӑранттасӗ ҫине ларса юрӑсем шӑрантарнӑ, Акатуй ҫаранӗ тавра юрла-юрла ҫаврӑннӑ. Ял-ялсенчен пуҫтарӑннӑ халӑх илсе килнӗ кучченеҫсене, эрех-сӑрана урапасем ҫине уҫса лартнӑ. Хӑйсен пӗлӗш-тӑванӗпе пӗрле калаҫа-калаҫа хӑналаннӑ. Купӑспа шӑпӑрне те каланӑ, юрланӑ та, ташланӑ та.

Акатуйне мӗнле уҫса хупнӑ?
Халӑх Акатуй ҫаранне пуҫтарӑнсан Акатуй ертӳҫисем Акатуй юпи умне тухнӑ. Ун умне йывӑҫ чашӑкпа чӗрӗ ҫӑмарта, йӑва-юсман, пӗр чашӑк чӑкӑт, алтӑр чӗреспе сӑра лартнӑ. Кӗлмӗҫсем кӗлӗ сӑмахӗсене каланӑ. Ҫут ҫанталӑкран — ырӑ кунсем, ҫӗр йышӗнчен — пулӑхлӑ тыр-пул ӳстерме, ҫӳлти Турӑран ырлӑх-сывлӑх, йӗркеллӗ пурнӑҫ ыйтсан ҫӑмартасене ҫӗр ҫине хывса тӑватӑ еннелле кустарсан, персе е ывӑтса пӑрахсан ҫӗр, ака-уй амалантӑр, ака туйӗ чипер ирттӗр тесе уява уҫнӑ. Ҫак вӑхӑтра е кайран "Алран кайми аки-сухи" юрра юрланӑ. Каҫ енне кайсан е кӑнтӑрла иртсен юпа умне лартнӑ кучченеҫсене кӳлнӗ лав ҫине хурса кӑҫал авланнӑ ҫамрӑксем /вӗсене пӗрер вата е ӑрӑмҫӑ ертсе пынӑ/ акнӑ ана ҫине кайса пӑрахнӑ е чавса хунӑ. Ани пӗтӗлентӗр, тырӑ ҫӑмарта пек тулли пултӑр тесе каланӑ. Ун хыҫҫӑн Акатуй ҫаранӗ ҫине таврӑннӑ. Каҫ енне ватӑраххисем ялсене саланнӑ. Ҫамрӑксем васкаман-ха. Вӗсем юрланӑ, ташланӑ, вӑйӑсем вылянӑ. Вут хывса вучах чӗртнӗ, ун умӗнче карталанса йӑла юррисене юрланӑ. Ҫунса таракан ҫулӑмлӑ вучах урлӑ сикнӗ. Е ку йӗркене Акатуй вӗҫленнӗ кун ирттернӗ.
Ҫамрӑксен уявӗсем вырсарни кунчченех тӑсӑлма пултарнӑ.
Уява пӑтӑ, ҫӑмарта пӗҫерсе, аш ӑшаласа ҫисе вӗҫленӗ.
Акатуйра ҫӗнтернӗ паттӑрсене ҫитес Акатуйччен ятран асӑнса хисепленӗ. Уяв иртсен ҫарана юлнӑ япаласенчен пуҫтарса тасатнӑ. Унта утӑ ӳстернӗ.
Ҫапларах йӗркесемпе пурӑннӑ пирӗн ватӑсем. Татах ас тутаратӑп: пур вырӑнта та уява, Акатуя пӗр пек йӗркепе пурнӑҫласа пынӑ. Ҫав вӑхӑтрах пур ҫӗрте те хӑй майлӑхӗ пулнӑ.
Ҫамрӑксем ҫак кун авланнӑ, хӗрсене вӑрланӑ.
Тахҫан авал шывпа ҫӗре авлантарнӑ йӗрке пулни ҫинчен те ҫырса хӑварни пур. Эсир те шырӑр, ытти кӗнекесене те вулӑр.

Халӗ ирттерекен ҫурхи ака уявне, Акатуя мӗнле йӗркелесе пымалла?
Ман шутпа, вырӑнне кура, вӑйне пӑхса асаттесен чылай ырӑ йӑлине хӑвармалла: ваттисене, ҫӗр ырлӑхӗсене асӑнассине, ана ҫине чӗрӗ ҫӑмарта хывассине, ака пуҫне /тен, трактора, плуга ака ҫеремне пырса лартассине/ йӑлара тытмалла.
Акатуйне "Алран кайми аки-сухи" юрӑпа уҫмалла, унпах вӗҫлемелле.
Ҫӗр ӗҫченӗсене, паттӑрӗсене пурлӑхне кура сумлӑ парнесемпе чысламалла. Тен, трактор е ял хуҫалӑхӑн ытти машинине парнелемелле.
Ҫӗр ӗҫченӗн, Акатуй паттӑрӗсен сӑнӗсене районти, республикӑри хаҫатсенче пичетлемелле. Ытти йӗркисене вырӑнти йӑласене кура ирттермелле. Тӗллевӗ — пур халӑхпа килӗштерсе пурӑнасси, тыр-пул ӳстерсе илесси, ял-йышпа, ҫемьепе ырӑ курасси. Авал та ҫаплах пулнӑ, халӗ те ҫаплах пултӑр.

Микихвер Мӑчавӑр
«Хыпар», 2007, утӑ, 17


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-08-11 18:54:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6873 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем